Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +29.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Инкеклӗ ӗҫсен министерстви

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енри вӑрмансене ҫак кунсенче пакунлисем хураллаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисемсӗр пуҫне вӑрман ӗҫченӗсем, ҫӑлавҫӑсем ҫак енӗпе тимлеҫҫӗ.

Паянтан пуҫласа пирӗн республикӑри вӑрмансенчи пушар хӑрушлӑхӗ IV класпа танлашать. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чи пысӑк хӑрушлӑх — V.

Пушар тухас хӑрушлӑх пысӑккине кура паянтан пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗчченех ҫынсене вӑрмана кӗртмӗҫ.

Сӑмах май ҫакна та аса илтерер: ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра пушара хирӗҫ ятарлӑ режим ҫирӗплетнӗччӗ. Ҫавна май вӑрмансенче кӑвайт чӗртме юрамасть. Йӗркене пӑсакансене ҫирӗп явап тыттарӗҫ. Кун пирки Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ асӑрхаттарать.

 

Ҫул-йӗр

Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне Сӑр урлӑ каҫмалли пӑр ҫула хӗлсерен уҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ кашнинчех пӗлтернӗччӗ. Кӑҫал ӑна кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хута янӑччӗ. Аса илтерер, вӑхӑтлӑх ҫулпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен ҫеҫ каҫма юратчӗ. Пӑр ҫулпа иртнӗ чух пӗр сехетре вунӑ ҫухрӑмран ытла хӑваламалла марччӗ.

Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, юханшыв урлӑ ҫула хупса хунӑ. Ҫапла туни пӑр ҫӳхелнипе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар.

Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсене тата ҫынсене каҫса ҫӳреме сарнине пӑр кайма тытӑниччен сӳтсе пӗтерӗҫ. Унта пырса кӗнӗ ҫӗре ҫул хупӑннине кӑтартакан паллӑсем вырнаҫтарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре «Пиротехника» операци иртереҫҫӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви тата республикӑри ШӖМ ӗҫченӗсем пиротехника сарнӑ, усӑ курнӑ тата сутнӑ чухне йӗркене пӑсакансене палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ.

Самантлӑх киленӳ хакла ларма пултарать: ача-пӑча кӑна мар, аслисем те салют тата ытти ҫавӑн йышши хатӗр-хӗтӗрпе шар кураҫҫӗ.

Шупашкар хулинче пиротехника ямалли ятарлӑ вырӑнсене палӑртнӑ. Ун валли 56 лапам уйӑрнӑ. Вӗсем ӑҫтине пӗлес тесен Шупашкар хула администрацийӗн сайтне пӑхмалла.

Тавар туяниччен продукци пахалӑхӗ ҫинчен калакан сертификата ыйтма сӗнеҫҫӗ.

Салют таврашне хваттерсенче тата пӳртре, газ, нефть пӑрӑхӗсем, чукун ҫул ҫывӑхӗнче, пысӑк вольтлӑ электролини кайнӑ ҫӗрте, ҫивитти ҫине хӑпарса, балконтан тата ытти хӑш-пӗр вырӑнта сирпӗтме юрамасть.

Йӗркене пӑсакан уйрӑм ҫынсене 3, должноҫри ҫынсене 15, предприяти-организацисене 200 пин тенкӗ таран штрафлама юрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.xn--b1aew.xn--p1ai
 

Тӗнче тетелӗ

Пирӗн ҫӗршывра ҫул-йӗр тӑрӑмӗпе паллаштаракан ҫӗнӗ ресурс хута янӑ. Хальлӗхе вӑл сӑнавлӑ меслетпе уҫӑлнӑ. Ҫитес уйӑхран вӑл йӗркеллӗн ӗҫлесе каймалла.

«Безопасные дороги» (чӑв. Хӑрушсӑр ҫулсем) http://безопасныедороги.рф/#1 информаци ресурне Раҫҫейӗн Ҫыхӑну комитечӗ хатӗрленӗ. Ведомствӑн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, портал тӗллевӗ — ҫул-йӗр ҫинчи инкекре вилекенсен шутне чакарасси.

Информаци ресурсӗнче федераци, регион тата муниципалитет тӗллевӗллӗ ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ хыпар пухӑнса тӑрӗ. Уншӑн яваплисем — РФ Шалти ӗҫсен министерстви, Инкеклӗ ӗҫсен министерстви, Сывлӑх сыхлав министерстви, Раҫҫейӗн автодорӗ, «Автодор» патшалӑх компанийӗ тата ыттисем.

Порталта ҫул-йӗр ҫинче юсав ӗҫӗсем пыни, инкеклӗ лару-тӑру пирки, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсемпе ҫӑлавҫӑсем ӑҫтарахра вырнаҫнине пӗлтерекен тата ытти хыпар-хӑнар пулассине пӗлтереҫҫӗ.

Ҫул-йӗр ҫинчи тӑрӑм ҫинчен ҫынсем хӑйсем те систерейӗҫ. Кун валли «Инициативы» (чӑв. Пуҫарусем) уйрӑм пӑхса хӑварнӑ.

 

Республикӑра

РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн ҫуртне юсаса ҫӗнетесшӗн. Кун пирки паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче РФ Гражданла хӳтӗлев, инкеклӗ лару-тӑру ӗҫӗсен, ҫутҫанталӑк инкекӗсен шырлӑхне сирес ӗҫсен министерствин Тӗп регионти центрӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Баженовпа тата РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Атӑлҫи регионсенчи центрӗн пуҫлӑхӗпе Игорь Паньшинпа Михаил Игнатьев Элтепер тӗл пулнӑ чух сӑмах хускатнӑ.

Михаил Игнатьев федераци округӗнчи тӗп управленипе республикӑри влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем килӗштерсе, тухӑҫлӑ ӗҫленине, регионта пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе пысӑк тимлӗх уйӑрнине каланӑ.

Ӗҫлӗ курнӑҫӑва Чӑваш Енри ГКЧС ертӳҫи Вениамин Петров, РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов хутшӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Утӑ, 27

1932
94
«Кол­хозник ҫулӗ» (халӗ «Тӑван Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1988
38
Ефимова Серафима Мироновна, Чӑваш Радиовӗн пӗрремӗш дикторӗсен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ